«Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурс

«Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурс

Калайкасси шкулĕнче Муркаш муниципалитет округĕнчи шкул ачисем сăвă вулакансен ăмăртăвне пуçтарăнчĕç. «Сăмах хăвачĕ» фестиваль-конкурс кăçал иккĕмĕш хут иртрĕ. Пуçараканĕсем: Чăваш Республикинчи Муркаш муниципаллă округĕн администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕ тата А. Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.


Конкурса хутшăнакансене ӳсĕмне кура 3 ушкăна уйăрчĕç:
• кĕçĕн ӳсĕмри ачасем – 1-4 классем;
• вăтам ӳсĕмри ачасем - 5-8 классем;
• аслă ӳсĕмри ачасем – 9-11 классем.

Ачасем хăйсен пултарулăхне икĕ секцире кăтартма пултарчĕç:
1-мĕш секци: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» - Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай сăввисене вуласси.
2-мĕш секци: «Муркаш сасси» - Муркаш тăрăхĕнче çуралнă поэтсен хайлавĕсене каласси е Муркаш районне, халăхне, паллă çыннисене халалланă сăвва вуласси.

Пирĕн маттур ачасем те фестиваль-конкурса хутшăнчĕç, çитĕнӳсемпе таврăнчĕç.
Саламлатпăр!

30 января в Калайкасинской СОШ состоялся конкурс-фестиваль на выразительное чтение наизусть стихов чувашского поэта П.П.Хусанкая. Работали две секции : секция «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» и секция «Муркаш сасси». В 1-ой секции прозвучали стихи П.Хусанкая, а во 2-ой секции-стихи, посвященные Моргаушскому району. Из нашей школы принимали участие 7
обучающихся. Это Тепеева Екатерина ( 5 класс), Тарасова Елизавета (4 класс), Акчурин Константин (4 класс), Александрова Евгения (4 класс), Яндимиркин Виталий(3 класс), Иванова Изабелла(3 класс) и Савельева Кристина (1 класс). Из них трое получили дипломы за 3 место:
Тепеева Екатерина, Яндимиркин Виталий и Тарасова Елизавета. Спасибо, ребята, за ваши выступления.